Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӑвай районӗ

Республикӑра
 publicdomainpictures.net сайтри сӑн
publicdomainpictures.net сайтри сӑн

2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗ ҫывӑхӗнче полицейскисем ӗне виллине тупнӑ. Пакунлисем кун пирки Россельхознадзора пӗлтернӗ.

Ҫакӑ палӑрнӑ: вилнӗ ӗне «Дружба» ЯХПКн пулнӑ. Вӑл Вӑрманхӗрринчен инҫех мар вырнаҫнӑ.

Россельхознадзор ял-хуҫалӑх производство кооперативӗн должноҫри ҫынни тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд айӑплӑ ҫынна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Тӑвай районӗнчи Мучар ялӗнче пурӑнакансем 13 ҫул шыв кӗтне. Кӑҫал тинех шыв башни ӗҫлесе кайнӑ.

2008 ҫулта мучарсем шывлӑ пулас тесе 50 пин тенкӗ пухнӑ. Анчах ӗҫ малалла кайман, вырӑнти тӳре-шара ку ӗҫе мӗнле программӑпа хута ярасси пирки шутланӑ.

Пӗлтӗр Элтепер хатӗр проектлисене пулӑшма хушу парсан Мучарта шыв сечӗсене хунӑ, башня лартнӑ. Йӑнтӑрччӑсен те проекчӗ хатӗр пулнӑ. Ҫак икӗ ялта шыв тӑвас тесе Чӑваш Енӗн резерв фондӗнчен 26 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра республикӑра 3 пине яхӑн шыв башни тата скважина пур. Анчах вӗсенчен чылайӑшне юсаса ҫӗнетмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.pg21.ru/news/76649
 

Ӳнер
Мария Готлибӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Мария Готлибӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Никита Сверчков живописец, график ҫуралнӑранпа кӑҫал 130 ҫул ҫитрӗ.

Паллӑ ӑста 1891 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1912 ҫулта Хусанти ӳнер шкулне, 1917 ҫулта Санкт-Петербургри ӳнер академийӗн аслӑ ӳнер училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1931 ҫулта вӑл Омскри чукун-ҫул транспорчӗн инженерӗсен институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Бийск тата Омск хулисенче ӗҫленӗ. 1923-1941 ҫулсенче «Капкӑн» журналта художникра тӑрӑшнӑ. 1940-1951 ҫулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче вӗрентнӗ, 1948-1951 ҫулсенче Шупашкарти пӗрремӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ пулнӑ. 

Паян Шупашкарти Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫинче ӳнерҫӗ ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫав ҫуртра Никита Сверчков хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки 12 ҫулне пурӑнса ирттернӗ.

Рельеф авторӗ – Игорь Голубев ҫамрӑк скульптор.

 

Ҫутҫанталӑк
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Росприроднадзор инспекторӗсем Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Акконд-Агро» фирма ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май агропредприятие йӗркене пӑхӑнса ӗҫлеме хушнӑ.

Инспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Акконд-Агро» каяш мӗн чухлӗ кӑларассине тата ӑна ӑҫта вырнаҫтарассине палӑртман иккен. Предприятин тавралӑха витӗм кӳресси ҫинчен деклараци те пулман. IV класлӑ хӑрушлӑх шутланакан каяшпа ӗҫеме шаннӑ ҫын вара ятарлӑ пӗлӳллӗ те пулман.

Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти хӑш-пӗр кӑлтӑка пӗтерме хушса Росприроднадзор инспекторӗсем хут шӑрҫаланӑ.

 

Культура
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Телейсӗр мар эп» кӗнекене хӑтланӑ. Унӑн авторӗ – Елена Иванова-Фомина сӑвӑҫ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Елена Андреевна Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ, Ҫӗнӗ Кӗлӗмкасси ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче пурӑнать. Ҫыравҫӑн 2014 тата 2017 ҫулсенче икӗ сӑвӑ пуххи кун ҫути курнӑ. «Телейсӗр мар эп» – поэтӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки. Автор хӑйӗн пултарулӑхӗпе малалла паллаштарать. Кӑларӑма 2017–2021 ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем, куҫарусемпе асаилӳсем кӗнӗ».

«Эпӗ вӗреннӗ ҫын мар. Ӗмӗр тӑршшӗпе таҫта та ӗҫленӗ. Почтальон та пулнӑ, фермӑра та вӑй хунӑ. Хам пӗлнӗ пек кӑна ҫыратӑп», – тенӗ хӑйӗн пирки Елена Иванова-Фомина сӑпайлӑн.

Хӑтлава Йӗпреҫ район ентешлӗхӗн хастарӗсем тата ҫыравҫӑн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ертсе пынӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» «Контактра» страницинчи сӑнӳкерчӗк
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» «Контактра» страницинчи сӑнӳкерчӗк

Тӑвай хӗрне Мария Никитинӑна Тик-Токра «Мультфильмри Маша», «Просто Мария», «Тӑвай хӗрачи» евӗр пӗлеҫҫӗ иккен. Кун пирки «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» кӑларӑм хӑйӗн «Контактра» страницинче хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Мария Никитина арҫын тумне тӑхӑнса «Сельсовет» юрра янраттарса, видео ӳкерсе палӑрнӑ».

«Интернетра чӑвашла калаҫнӑран подписчиксем хушӑнсах пычӗҫ. Ӗҫтешӗм Антонина та манпа пӗр хум ҫинче пулчӗ. Унпа чӑвашла юрласа чылай видео ҫыртартӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ хаҫатҫӑсене Мария.

85 ҫулти ашшӗ те хӗрӗн шӳчӗсене ырласа йышӑнать-мӗн.

Мария телефон сутакан лавккара ӗҫлет.

 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗнче Тӑвай районӗнче пурӑнакан арҫын регистрациленӗ пӑшалне йӑтнӑ та, ҫӗҫӗ илнӗ те сунара кайнӑ. Унпа пӗрле сунар ӑратӗнчи йытӑсем те пынӑ.

Вырӑна ҫитсен арҫын хир сыснисене курнӑ та вӗсене йӗрлеме пуҫланӑ. Анчах унӑн ку чӗрчуна пеме ирӗк паракан документ пулман. Ҫавӑнпа вӑл хир сыснисене ҫӗҫӗпе чиксе, йытӑсем пулӑшнипе вӗлернӗ. Ҫапла вӑл патшалӑха 90 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтернӗ, кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

 

Сывлӑх
 vedtver.ru сайтри сӑн
vedtver.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцинациленесси чакнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ковид-каникулччен кунсерен 5,5-6 пин ҫын прививка тунӑ. Юлашки эрнере вара ку 4,8-4,9 пин ҫын анчах вакцинациленнине палӑртнӑ.

Планпа килӗшӳллӗн, республикӑра пурӑнакансен 80 процентне вакцинацилемелле. Ку 761,814 пин ҫынпа танлашать. Ку таранччен 459,4 пин ҫын прививка тунӑ. Ку планӑн 60,3 проценчӗпе танлашать.

Тӑвай, Муркаш, Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенче вакцинациленессин кӑтартӑвӗ пӗчӗк. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вакцина ҫителӗклех. «Спутник Лайт» тӗлӗшпе ҫеҫ йывӑрлӑхсем пур.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян Тӑвай районӗнче авари пулнӑ. Юр хӳсе лартнӑ ҫул ҫинче, Вырӑс Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче, «Лада Гранта» тата «Лада Калина» ҫапӑннӑ.

«Лада Калина» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. «Гранта» водителӗ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. «Калина» водителӗ суранланнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Палӑртмалла: икӗ машина та шинӑсене хӗллехисем ҫине улӑштарнӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/75541
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре усӑ курман ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсем сахалланса пыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑ тӗле илсен, усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 28 пин гектар пулнӑ, кӑҫал вӗсенчен 10 пин гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Канаш, Комсомольски Красноармейски Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче усӑ курман ҫӗрсем ҫук.

Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес плана пурнӑҫланӑ районсен шутӗнче — Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Тӑвай.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын